Республикӑри тӑватӑ районпа пӗр хулана Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне парӗҫ. Вӗсем пӗрле 50 миллион тенкӗ илӗҫ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, муниципаллӑ районсемпе хула округӗсене хӑйсен тӑрӑхне инвестици ытларах явӑҫтармашкӑн хавхалантарас тӗллевпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне уйӑрасси ҫинчен калакан хушӑва Михаил Игнатьев паян, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документра палӑртнипе килӗшӳллӗн, Елчӗксем 12 миллион тенкӗ илӗҫ. Красноармейски районне — 10,5, Патӑрьел районне — 9, Ҫӗрпӳ районне 6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Пуринчен те ытларах вара Канаш хулине куҫарса парӗҫ: 12,5 миллион тенкӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗр кун йышши гранта Елчӗк, Муркаш, Етӗрне районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисем тивӗҫнӗччӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.
Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.
Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.
Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорне Владимир Иванова Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Уншӑн суйлавҫӑсен 76-а яхӑн проценчӗ хӑйӗн сассине панӑ.
Аса илтерер, ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре тӗрлӗ шайри депутатсене суйлассипе хушма суйлав иртнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашне Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвне те унччен пушӑннӑ вырӑна тепӗр ҫынна суйланӑ.
Кунсӑр пуҫне Элӗк районӗнчи Шӗмшеш тата Етӗрне районӗнчи Иваньково ял тӑрӑхӗсен пухӑвӗсен депутачӗсене суйланӑ. Элӗк районӗнче ҫынсем Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташне депутата шаннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Правительство пайташӗсемпе паян ирттернӗ канашлура ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков суйлав «яланхиллех уҫҫӑн» иртнине ӗнентернӗ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Етӗрнери 9-мӗш номерлӗ пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗн хушма суйлавӗ иртӗ. Вӑл Етӗрнепе Хӗрлӗ Чутай районӗсен тата Элӗк районӗнчи ултӑ ял тӑрӑхӗн территорийӗсенчи (Мӑн Выла, Крымзарай, Ураскилт, Тавӑт, Тени, Шӗмшеш ял тӑрӑхӗсенче) суйлавҫӑсем валли иртет.
2016 ҫулта иртнӗ суйлавра эпир Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Малова суйланӑ. Кайран Николай Малов Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма 4 кандидатран пӗрне суйлӗҫ. Депутат мандачӗшӗн кӗрешӗве тухнисем: Владимир Леонидович Офаринов (1961 ҫулта ҫуралнӑ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ), Владимир Николаевич Иванов (1957 ҫулта ҫуралнӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ), Алексей Юрьевич Сапожников (1987 ҫулта ҫуралнӑ, либерал-демократсен партин пайташӗ) тата Андрей Иванович Игнатьев (1988 ҫулта ҫуралнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ).
Чӑваш Ен спортсменкине Клавдия Афанасьевӑна дисквалификациленӗ, вӑл тӗнче чемпионатне лекеймест.
Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пирӗн ентешсӗр пуҫне Ольга Елиеевӑна, Юлия Липановӑна, Сергей Шарыпова, Сергей Широбокова нейтраллӑ спортсмен статусӗнчен хӑтарнӑ, хӑвӑрт утас енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне кайма чарнӑ. Ӑмӑрту Китайри Тайцанра ҫу уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче иртет.
Клавдия Афанасьева – Етӗрне районӗнчен. Вӑл Чӑваш Ен тата Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗлет. Клавдия – спорт мастерӗ.
Роспотребнадзор республикӑри шкулсемпе ача пахчисенче мӗнле апат ҫитернине тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑри виҫӗ учреждение вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Сӑмах май, 2017-2018 ҫулсенче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ачасене вӗри апат ҫитернӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн пӗтӗмпе 1,1 миллион ытла тенкӗлӗх штрафланӑ. Кӑҫал 108 ача пахчипе 54 шкула тӗрӗслев ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 250 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен 90-шӗ – апатлану йӗркеленӗ чухне саккуна пӑснӑшӑн.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулне, Патӑрьел районӗнчи Тӗреньелти шкул-ача пахчине, Етӗрне районӗнчи Советски шкулне вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсенчен 23 проценчӗ производство хатӗр-хӗтӗрӗ мӗнле ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – меню хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑсни.
Етӗрне районӗнчи Палтай шкулӗнче чӑваш чӗлхи эрнине Валерий Муравьев поэт, прозаик, журналист, таврапӗлӳҫӗ уйрӑлса кайнӑранпа ҫулталӑк ҫитнине халалланӑ.
Валерий Венедиктович халӑхпа ирттерекен мероприятисене: ял уявӗ-и, Чӑваш литератури уявӗ-и, Чӑваш чӗлхи кунӗ-и – кӑмӑлланӑ. Ҫавӑнпа та асӑну каҫне чӑн-чӑн Чӑваш литератури уявӗ туса палӑртнӑ. Мероприятие ирттерме Палтайри вӑтам шкул, Палтай ялӗнчи библиотека, Пӗрҫырлан шкулӗ, Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ, Пӗрҫырлан культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хастар хутшӑннӑ.
Уява Палтай шкулӗнчи ачасем Валерий Муравьева халалланӑ сӑвӑллӑ-юрӑлллӑ композиципе уҫнӑ. Чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ залра Валерий Венедиктович сӑввисем, унӑн сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ.
Роспотребнадзор Етӗрне районӗнчи шыва тӗрӗсленӗ. Ейӳ сарӑлнӑран унти ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ чакнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑмасть.
Етӗрнере юханшывӑн сулахай енче пурӑнакансем Полянки ялӗнче вырнаҫнӑ ҫӑлтан шыв ӑсаҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта ейӳ вӑйлӑ сарӑлнӑран шыв пахалӑхӗ чакнӑ.
Халӗ «Полянки» водозаборта шыва дезинфекцилеҫҫӗ. ЧР строительство министрӗн ҫумӗ Максим Иванов каланӑ тӑрӑх, тӑватӑ резервуартан иккӗшӗнче дизинфекци пырать, ир енне вӗсене таса шыв тултармалла. Кун хыҫҫӑн Роспотребнадзор анализсем илӗ. Унтан тепӗр икӗ резервуара тасатӗҫ. Шыв тасамарланнине пула хулари ача сачӗсемпе пульницӑсене кӗленчери шывпа тивӗҫтернӗ, шкулта уроксемпе тӑхтавсен вӑхӑтне чакарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия Шемуршинского района» (чӑв. Шӑмӑршӑ районӗн энциклопедийӗ) пичетленнӗ. Кӑларӑма районӑн 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне Герман Ларшников, Петр Фомин, Владимир Андронов хатӗрленӗ. Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Кӗнекене 1500 тиражпа кӑларнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, район аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнисене халалланӑ пай энциклопединче пысӑк вырӑн йышӑнать. Шӑмӑршӑ районӗн тулашӗнче ҫуралса муниципалитетшӑн тӑрӑшнисене те шута илнӗ. Районӑн Астӑвӑм кӗнекине лекмен Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем те энциклопединче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказри, Вӑтам Азири тата ытти хӗрӳ вырӑнти хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене те манса кайман.
Районӑн энциклопедине маларах елчӗксем, етӗрнесем, муркашсем, шупашкар районӗсем тата ытти хӑш-пӗри кӑларнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |